Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: халӑх йышӗ

Элӗк районӗнче кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра пилӗк Макҫӑмпа пилӗк Тари ҫуралнӑ. Тӗрӗссипе вӗсене ашшӗ-амӑшӗ чӑвашла ҫакӑн пек ачашласси иккӗленӳллӗ. Ӗлӗкхи ятсем таврӑнаҫҫӗ-ха, анчах Максим тата Даша тенипе...

Асӑннӑ районта кӑҫал 107 пепке кун ҫути курнӑ. Вӗсенчен 56-шӗ — хӗрачасем. Ҫавсенчен пиллӗккӗшне Даша тесе чӗнме тытӑннӑ, арҫын ачасен хушшинче вара — пилӗк Максим. Дмитрийсемпе Павелсем, Ксенийӑсемпе Анастасийӑсем тӑватшар, Кирилл, Артемий, Арсений тата Марийӑпа Анна — виҫшер.

 

Иртнӗ ҫул ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑтӗнче ултӑ ача пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Чуна ҫӳҫентерекен ҫак цифрӑсене республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова правительство ларӑвӗнче асӑнса хӑварнӑ. Тӗлӗнмелле пек те, анчах хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ пирки шӑпӑрланӗсем пирки манса каять иккен. Юратнӑ ывӑл-хӗрӗн сывлӑхӗшӗн черкке хыҫҫӑн черкке ҫӗклесе тӳнсе каяҫҫӗ курӑнать те...

Пӗчӗккисем вилнӗ тӗслӗхсем пӗлтӗр унчченхи ҫулхинчен 22 процент нумайланнӑ. Ҫапла вара ҫулталӑка ҫитмен 91 пепке ҫут тӗнчепе киленеймесӗрех куҫне хупнӑ. ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ вилӗмсен ытларах сӑлтавне тулаш текен ӑнлавпа ҫыхӑнтарнӑ. Кунта, сӑмахран, пӗрле ҫывӑрма выртсан амӑшӗсем тӗпренчӗкӗсене кӑкӑрпа хӗстерсе лартнине е тата апатлантарнӑ чух ача чыхланса кайса вилнине кӗртмелле.

Ҫут тӗнчене килекенсен шучӗ вара пӗлтӗр хутшӑннӑ. Пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 1307 ача нумайрах ҫуралнӑ. Юлашки 20 ҫул хушшинче халӑх шучӗ пуҫласа естествӑлла майпа ӳснӗ. Ку вӑл ҫуралакансен шучӗ вилекенсенчен йышлӑрах пулнине пӗлтерет.

 

Ӗнер, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче, «Регионсем — чикесӗр ҫыхӑну» куравра иккӗ е ытларах ача ӳстерекен ашшӗ-амӑшсене ятарлӑ ҫемье капиталӗ сертификачӗпе чысланӑ пулнӑ. Тӑватӑ ҫемьене патшалӑх сертификатне панӑ, унсӑр пуҫне вӗсенчен виҫӗ ҫемьене республика амӑшсен капиталӗ сертификатне алла панӑ пулнӑ.

Сертификата аллӑ илнӗ ҫемьесене Чӑваш Ен правительствин вице-премьере Алла Самойлова саламланӑ.

— Патшалӑх ҫемьесене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерсе хавхалантарни республикӑра нумай ачаллӑ кил-йышсен шутне нумайлатать. Виҫҫӗмӗш ача ҫуратни вара республикӑри халӑх йышне ӳстерет, — палӑртнӑ Алла Самойлова.

Паянхи куна республикӑра амӑшсен капитал сертификатне алла виҫӗ пин ҫемье илме те ӗлкернӗ. Вӗсенчен пин кил-йыш сертификатпа усӑ курма та тытӑннӑ.

 

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫу уйӑхӗнче 67 мӑшӑр пӗрлешнӗ. Ҫав уйӑхрах ҫемьеленнӗ 53 мӑшӑр уйрӑлнӑ пулнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вара 114 мӑшӑр хӑйсен юратӑвне пӗрлешӳ кӗрменӗнче ҫирӗплетме палӑртнӑ.

ЗАГС пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ уйӑхра Ҫӗнӗ Шупашкарта 97 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ: 41 хӗрарӑм, 56 арҫын. Ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑсӑр пуҫне ку хулара ача ҫуралнин шучӗ те самаях кӑтартуллӑ. Ҫу уйӑхӗнче 181 пепке кун ҫутти курнӑ. Вӗсенчен 106 арҫын ача, 75 — хӗрача.

Хула администрацин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх амӑшӗпе-ашшӗ хӑйсен ачисене ят панӑ чухне Артем, Максим, Дмитрий, Виктория, Кира, Александра ятсене кӑмӑлланӑ. Ҫӗнӗ ҫул пуҫланнӑранпа 7 йӗкерӗш ҫуралнӑ пулнӑ.

Ҫуралнӑ ачасен ашшӗ-амӑш ятне регистрациленӗ чухне 15 хутӗнче ашшӗ ятне палӑртманни пирки те пӗлтерет Ҫӗнӗ Шупашкарти ЗАГС.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63097.html
 

Республикӑра пурӑнакансен йышӗ чакать пулин те Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи пурӑнакансен шучӗ хӑпарсах пырать.

Чувашстат пӗлтернӗ тӑрӑх кӑрлач уйӑхӗн кӑтартӑвӗпе Шупашкарта ялан пурӑнакан шучӗ — 475,48 пин ҫын. Вӗсенчен: хулари ҫынсем — 464,94 пин ҫын (97,8%), ялтан килнисем — 10,54 пин ҫын (2,2%).

2012 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх республикӑн тӗп хулинче 470,9 пин ҫын пурӑнӑ.

Кӑрлач уйӑхӗн кӑтартӑвӗ тӑрӑх Мускав районӗнче чи нумай пурӑнакан, вӗсен шучӗ — 190,68 пин ҫын, асӑнӑ районтан Калинин районӗ 40 пин ҫын тенӗ пек сахалрах. Ленин районӗнче вара 123,47 пин ҫын.

 

Йӗпреҫ районӗн ЗАГС пайӗ
Йӗпреҫ районӗн ЗАГС пайӗ

Йӗпреҫ районӗнчи ЗАГС уйрӑменче паян икӗ ҫурални ҫинчен паракан свидетельство алла тыттарнӑ — 277 тата 278-мӗш номерлисене. Саманчӗ те савӑнӑҫлӑ — ара, юпан 24-мӗшӗнче Хурамал ялӗнче пурӑнакан Хораськинсен кил-йышӗнче йӗкӗрешсем ҫуралнӑ. Кӑҫал вӗсем районта — пӗрремӗшсем, вӗсенччен йӗкӗреш пулманччӗ-ха.

Хораськинсен ҫемьинче телей йӑва ҫавӑрчӗ темелле — вӗсен кил-йышӗ тахҫантанпах кӗтнӗ арҫын ачасемпе пуянланчӗ! Василийпе Константин — тӑваттӑмӑшпе пиллӗкмӗш ачасем пулӗҫ. Халӗ ӗнтӗ аппӑшӗсене — Альбинӑна, Алинӑна тата Аннӑна — пысӑк ҫемьере кичем пулмех!

 

Пирӗн республикӑра 20 ҫул иртнӗренпе пӗрремеш хут халӑх йышӗ ӳснӗ — ҫуралнисен шучӗ вилекенсенчен ытларах (нумаях мар пулин те) пулнине палӑртнӑ.

Чӑваш Енӗн Сывлӑхсоцаталану министрӗ Алла Самойлова пӗлтернӗ тӑрӑх ку ытларах пайпа нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ. Паянхи кун вӗсен йышӗ республикӑра 8,5 пинпе танлашать. Кӑҫалхи ҫула илес пулсан республикӑри ҫемьесенче виҫҫӗмӗш е малалли шутри ачасем 1619 ҫуралнӑ.

Амӑш капиталне пама пуҫлани ултӑ ҫул та ҫитрӗ ентӗ. Ҫак вӑхӑт хушшинче республикӑра унпа 39 пин ҫемье усӑ курнӑ. Ҫапла май патшалӑх пурӗ 6 миллиард тенкӗ пулӑшу кӳнӗ. Халӑх йышӗн ыйтӑвне татса парас тӗлешпе укҫа-тенкӗ уйӑрни чӑн та пулӑшатех пулас.

 

Тьфу-тьфу, куҫ ӳкерес марччӗ! Ҫӗмӗрлӗ хулинче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 71 ача ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхи ку вӑхӑтпа танлаштарсан икӗ хут йышлӑрах! «Ҫемье ҫавӑрма шутланӑ ҫамрӑксен шучӗ те пӗлтӗрхипе танлаштарсан пысӑкрах», — теҫҫӗ хулари ГТАҪ ӗҫченӗсем. Шел те, 11-шӗ нарӑс уйӑхӗнче уйрӑлнӑ. Вилнисен шучӗ Ҫӗмӗрлӗре ҫав ҫавах пысӑк-ха. Кӑсалхи икӗ уйӑхра 110 ҫын ку тӗнчерен уйрӑлнӑ. Пӗлтӗрхинчен сахалрах пулсан та пӑшӑрхантарать. Ҫуралнӑ пепкесем хушшинче вара хӗрачасем йышлӑрах иккен.

 

Шупашкар районӗнче 58 пин ҫын ытла пурӑнать. Юлашки ҫулсенче район халӑхӗн йышӗ ӳсрӗ. Ку ӳсӗм ҫуралакан ачасен хисепӗ пурнӑҫран уйрӑлакансен йышӗнчен пысӑкраххипе мар, района пурӑнма килекенсем хушӑнсах пынипе пулса пырать.

Район хуласен ҫумӗнче вырнаҫнӑран кунта чылаййӑн куҫса килеҫҫӗ. Ҫурт-йӗр хуласенчи хваттерсенче пурӑнакансем те нумай лартаҫҫӗ. Хайхи «Дом в деревне, свое молоко» лозунг хӑйӗн ӗҫнех тӑвать.

Ял халӑхӗн хисепӗ пирки ял администрацийӗсем тытнӑ экспертсем мӗнле прогноз параҫҫӗ-ха;

2007 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне Апаш ял тӑрӑхӗнче 2026 ҫын пурӑннӑ. «2020 ҫул тӗлне Апаш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансен йышӗ паянхи шайрах юлӗ е нумаях чакмӗ» тенӗ ял тӑрӑхӗн генеральнӑй планӗнче. Шемшер ял тӑрӑхӗнче 1280 ҫын пурӑннӑ. 2025 ҫул тӗлне 1269 ҫын юлма пултарать теҫҫӗ экспертсем. Атайкасси ял тӑрӑхӗнче 2787 ҫын пропискӑра тӑнӑ. Анчах пуласлӑхра кунта та йыш чакать иккен. Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче 4780 ҫын тӗпленнӗ. 2025 ҫулта кунта 40 ҫын сахалрах пурӑнма пултарать.

Малалла...

 

Чӑваш Енӗн сывлӑхпа социаллӑ аталану министерсти пӗлтернӗ тӑрӑх раштавӑн 14-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре пурӗ 14 пин те 145 ача ҫуралнӑ. Раҫҫей пенси фончӗ пӗлтернӗ тӑрӑх амӑш капиталне илессишӗн Чӑваш Енре пурӗ 3917 заявлени панӑ. Вӗсенчен 3105 — иккӗмӗш ача, 812 — виҫҫӗмӗш е ытларах ача ҫуратнишӗн панӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем